Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫеҫ «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 150 пинрен иртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ак халь тепӗр ҫитӗнӳ те пур — пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 200 пинрен иртрӗ. Хыпар ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак кӑтарту 200 514 куҫарнӑ пуплевӗшпе танлашатчӗ.
Асаилтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне ака уйӑхӗнче пуҫларӗ. Тӗп ӗҫ вырӑнӗнче — шӑп та лӑп чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсене пухасси. Маларах ӗҫ ытла хӑвӑртах пымарӗ пулсан та хальхи вӑхӑтра лаборатори уйӑхсерен 30 пин ытла мӑшӑр хатӗрлет. Тепӗр май каласан, кунне корпус 1 пин ытла мӑшӑрпа пуянланать.
Корпуса хатӗрлекенсем: Николай Плотников (ертӳҫӗ, корпус сайтне йӗркелесе пыракан); Александр Антонов (машшин куҫарӑвӗ тӗлӗшпе ӑстаҫӑ); Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Алина Иванова (текстпа ӗҫлекенсем). Унсӑр пуҫне ытти ҫынсене те асӑнса хӑварма пулать — вӗсем тӗрлӗ енчен пулӑшу кӳнӗ. Лаборатори ӗҫӗ харпӑр ҫынсен укҫи-тенкипе йӗркеленсе пырать.
Ҫитес вӑхӑтра чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла машшин куҫарӑвӗн сайтне ӗҫлеттерсе ярас шухӑшлӑ. Вӑл альфа-верси шайӗнче ӗҫлӗ.
Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат 30 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Сумлӑ датӑна йӑшташӑмӑрсем раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун «Чӑваш чӗлхипе тухакан пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен аталанӑвӗнчи йывӑрлӑхсем» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Вӑл 11.00 сехетре пуҫланӗ.
Канашлу вӑхӑтӗнче наци журналистикинчи йывӑрлӑхсене сӳтсе явӗҫ, экспертсен шухӑшне итлӗҫ, чӑваш чӗлхипе тухакан регионти хаҫатсен лару-тӑрӑвӗпе паллашӗҫ, хаҫат чӗлхине сӳтсе явӗҫ. «Ҫавра сӗтеле» «Урал сасси» хаҫатӑн редакторӗ Ю.Н. Михайлов ертсе пырӗ.
«Ҫавра сӗтел» хыҫҫӑн 16.00 сехетре «Урал сасси» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртӗ. Кӑмӑл тӑвакансене хапӑл туса кӗтнине пӗлтернӗ «Урал сасси» хаҫатра.
Мероприятисем «Урал Батыр» Наци культурисен центрӗнче, Пелепей хулинчи Горохов урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра иртӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа ноябрь уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 120 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри 6-мӗш вулавӑшра чӑвашсен аслӑ поэтне асра тытса литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки «Урал сасси» хаҫатра Лариса Коротаева пӗлтернӗ.
Уявра Пушкӑрт патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑра асӑнса унӑн кун-ҫулӗнчи ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, вилӗмсӗр сӑввисене вуланӑ. Аслӑ шкулта вӑй хуракан Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева доцентсем Ҫеҫпӗл Мишшин пархатарлӑ ӗҫӗсене, вӑл чӑн-чӑн патриот пулнине асӑнса хӑварнӑ. Геннадий Челпир сӑвӑҫ поэтӑн халӑхшӑн тунӑ манӑҫми ӗҫӗсене, А.П. Червякова поэтшӑн чун юрри пулнине палӑртса хӑварнӑ, хӑй ҫырнӑ сӑвви-юррисемпе паллаштарнӑ.
Уявра ЧНКА представителӗсем, ҫыравҫӑсем пулчэнӑ. «Савни» ансамбль (ертӳҫи – О.А. Иванова) программӑна илемлӗ юрӑсемпе пуянлатнӑ. «Сеспель» кинокартинӑн пӗр сыпӑкне курнӑ. Литературӑпа музыка каҫӗнче пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Пушкӑртстанра Чӑваш Республикин культура кунӗсем иртӗҫ. Мероприятисене Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Уяв Ӗпхӳри Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пысӑк залӗнче иртӗ.
Раштавӑн 7-мӗшӗнчи уява Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх филармонин коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи – РФ халӑх артисчӗ Юрий Васильев. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Ҫавал» ансамбль XXII Хӗллехи Олимп вӑййисенче тата РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗсене уҫнӑ чух Чӑваш Ен культурипе паллаштарнӑ тесе хыпарлать «Урал сасси» хаҫатра Надежда Родионова. Чӑваш халӑх кӗввин чи пуян та илемлӗ, чуна пырса тивекен тӗслӗхӗсемпе «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ паллаштарӗ.
Раштавӑн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Федор Павловӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакле кӑтартӗ. Спектакль режиссерӗ, сценографӗ тата костюмсен художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ акӑ тепӗр уйӑх та ӗҫлесе ирттерчӗ. Ҫапла май чӳк уйӑхӗнчи ӗҫсене пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Унччен кашни уйӑхра эпир рекорд хыҫҫӑн рекорд лартса пытӑмӑр пулсан, ку хутӗнче кӑшт хӑвӑртлӑха чакартӑмӑр. Пурӗ 29 658 чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ ҫеҫ кӗртсе ӗлкӗртӗмӗр. Тепӗр тесен авӑн уйӑхӗнче те пирӗн кӑтарту ҫакнашкалтарахчӗ.
Иртнӗ уйӑхра эпир Михаил Шолоховӑн «Уҫӑ ҫерем» романӑн икӗ кӗнекине, Николай Чернышевскийӗн «Мӗн тумалла?» романне, Лу Синь китай ҫыравҫин калавӗсене кӗртрӗмӗр. Умра Александр Купринӑн «Тытӑҫу» повеҫӗ, Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ тата ыттисем тӑраҫҫӗ. Михаил Шолоховӑн тӑватӑ кӗнекерен тӑракан «Лӑпкӑ Донӗ» те хӑйӗн черетне кӗтет — унта эпир Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫласшӑн.
Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне илес пулсан, вӑл тинех Ашмарин хатӗрленӗ словарӗн 5-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫапла май эпир ку ӗҫе вӗҫлерӗмӗр теме те юрать. Сӑмах май, раштавӑн 11-мӗшӗнче Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххин электронлӑ варианчӗ хӑтлавӗ пулӗ. Пурне те унта йыхравлатпӑр! — хӑтлав вӑхӑтӗнче пирӗн ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пыни пирки каласа парӑпӑр, йывӑрлӑхсемпе ҫӑмӑллӑхсем ҫинче чарӑнса тӑрӑпӑр.
Аякри Бурят Республикинче Чӑваш культурипе литературин кунӗсем иртӗҫ. Ҫак мероприятие асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) йӗркелесе ирттерет.
Ӳркенмен те хастар Надежда Колесникова Чӑваш культурипе литературин кунне йӗркелес тесе Раҫҫей Президенчӗн грантне ҫӗнсе илме пултарнӑ. «Чуваши Бурятии» (чӑв. Бурят Республикинчи чӑвашсем) ят панӑ вӑл проекта. Чӑваш культурипе литературин кунӗсем асӑннӑ тӑрӑхра раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен пырӗҫ. Ҫавна май чӑваш культурипе паллаштаракан фотокурав уҫӑлӗ, чӑвашсен тӗнчери вырӑнӗ пирки Дмитрий Мадуров скульптор, историк, культуролог каласа кӑтартӗ, Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова регионти ҫыравҫӑсемпе «ҫавра сӗтеле» хутшӑнӗ. Роза Данилова (Степанова) артистка, Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова та Бурят Республикинчи сумлӑ мероприятие хутшӑнӗҫ. Сӑмах май каласан, ҫак йӗркесен авторне те Надежда Колесникова инҫе ҫула йыхравланӑччӗ. Шел те, кайма май килмерӗ.
Куҫа курӑнакан историлле вӑрах мар перспективӑра тӗнчери тата пирӗн ҫӗршыври чӗлхесем епле енне улшӑнассине мӗнле куратпӑр-ха? Епле пӑтӑрмахсем кӗтеҫҫӗ хальхи халӑхсен чӗлхисене?
Раҫҫее илсен, шкулсенче ачасене ППЭ-пе экзамен тыттарсах акӑлчан чӗлхине вӗрентме пуҫланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫакна пула кӑшт вӑхӑтран, пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫултан Раҫҫейри кашни шкул пӗтерекен ача акӑлчанла калаҫма пӗле пуҫласси каламасӑрах паллӑ. Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр. Ҫакна пула, ҫывӑх перспективӑрах пирӗн ҫӗршыври вырӑссем, нумай пуҫтах чӑваш хӑйӗн чӗлхине тиркенипе вырӑсла ҫеҫ калаҫма тӑрӑшнӑ пекех, вырӑс чӗлхине тиркесе акӑлчанла ҫеҫ калаҫма пуҫламӗҫ, тесе калаятпӑр-и-ха? Калама пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен пурнӑҫ Раҫҫейре акӑлчан чӗлхин позицийӗпе витӗмӗ ҫултан-ҫул вӑйлӑланса пынине кӑтартать.
Вырӑс чӗлхине юлашки ҫулсенче нумай акӑлчан сӑмахӗ кӗрсе тулчӗ.
Хакас Республикинче «Чувашский колорит» (чӑв. Чӑваш колоричӗ) фестиваль иртнӗ. Мероприятие Абакан ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Доможаков аулӗнчи культурӑпа кану центрӗнче пуҫтарӑннӑ. Фестивале асӑннӑ регионӑн Усть-Абакан районӗнчи чӑвашсен «Пилеш» наципе культура автономийӗ Хакас Республикин Наци тата территори политикин министерстви пулӑшнипе ирттернӗ.
Мероприятие йӗркелекенсем чӑвашсен йӑли-йӗрки тӑрӑх чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштарасси пулнӑ. Туйпа, салтак ӑсатнипе тата ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑлана кӑтартнӑ.
Фестивальте чӑвашла юрӑсем янӑранӑ, наци тумне кӑтартнӑ.
Хакас Республикине чӑвашсем ҫитмӗл ҫул каялла куҫса кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне пирӗн ҫӗршывра ҫерем ватасси ҫинчен хушу тухнӑ.
«Паттӑр тесен эпир арҫынна курма вӗреннӗ. Анчах та пурнан пурнӑҫра ҫепӗҫ хӗр, тӑлӑх арӑм арҫынран та вӑйлӑрах пулма пултарать иккен. Ӑна нимле нуша-хуйхӑ та, Тӗнче вӑрҫи те ҫапса ӳкереймен. Ку кӗнекене вӑрҫа чарма пикенннӗ улӑпла харсӑр чӑваш амӑшне асӑнса ҫырнӑ», — ҫапла сӑмахсемпе Наци вулавӑшне мана валли темиҫе уйӑх каяллах парнелесе хӑварнӑ пулнӑ хӑйӗн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи Николай Сорокин. Ӑна тав туса хурав парас терӗм.
Шупашкартан Хусана
Хаклӑ ҫыннӑм Николай Михайлович!
Кӗнекӳшӗн чӗререн тав тӑватӑп. Лавккасемпе вулавӑшсене тухса ҫӳрейменскер, эпӗ ӑна туянмасӑр та вуламасӑр юлнӑ пулӑттӑм
Алӑран ямасӑр, кӑранташпа чӗркелесех, савӑнса та хурланса вуласа тухрӑм кӗнекене. «Аха, «савнисен романӗ» тесе палӑртни астарнӑ ӗнтӗ» тесе ан шутла. Юрату-савӑшу юмахӗсемпе айланасси ман ӳсӗмри вулаканшӗн, тен, ытти чӑвашсемшӗн те, килӗшӳллех мар ҫав.
Парнеленӗ лашан шӑлӗсене шутламаҫҫӗ тенӗ те, манӑн хамӑн йӑлана пӑрахасси пулмасть — шутланине ҫырас терӗм, Эсӗ, укҫаллӑ та пултаруллӑ ҫын, кӗнекене лайӑхрах пӑхса тухса, тепӗр хут кӑларатӑнах тетӗп.
Унчченрех вырӑсла калаҫма пӗлекен чӑвашсем вырӑсла калаҫма пӗлмен чӑвашсен умӗнче хӑйсене лешсенчен ӑслӑрах, вырӑсла каласан, „крутойрах“ ҫын вырӑнне хунине астӑватпӑр-ха. Чӑвашла каласан „чӑнкӑрах“ ӗнтӗ. Анчах юлашки саманара ун пек пулма пӑрахрӗ : ҫын вырӑсла калаҫма пӗлни вӑл ыттисенчен ӑслӑрах е „крутойрах“, „чӑнкӑрах“ пулнине кӑтартмасть. Мӗншӗн тесен паянхи кун кашни чӑваш ҫынниех, пӗчӗк ачаран пуҫласа чи ватӑ ӳсӗмри мучиччен е карчӑкчченех, нумай чухне вырӑссенчен те ирттерсе, вырӑсла шатӑртатса лайӑх калаҫать. Ҫавна пула хальхи вӑхӑтра, ху вырӑсла калаҫма пӗлнипе никама та тӗлӗнтереймӗн те, мухтанаймӑн та „чӑнкӑ“ та пулаймӑн. Урӑхла каласан паянхи чӑваш вырӑсла калаҫма пӗлни- нимле „крутой“ япала та мар, урӑхла пулма та пултараймасть. Сӑлттавне каларӑм.
Ҫакна пӑхмасӑрах, паян нумай чӑваш ашшӗ-амӑшӗ, ачисем ыттисенчен „чӑнкӑрах‘ пулчӑр тесе пулас, пурпӗрех, вӗсене тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентмесӗрех, инерципе вырӑсла ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшать-ха. Урӑхла каласан, вырӑсла ҫеҫ калаҫакан ача чӑвашла калаҫакан ачаран „ӑслӑрах“ пек туйӑнать пуль ҫав вӗсене.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.